Ситекпуçĕнчи культура çурчĕнче "Терроризм идеологийӗн преступленилле пӗлтерӗшӗ" информаци сехечӗ иртнӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем терроризма мӗнле тӗллевсем хӗсӗрленине пӗлнӗ. Ҫивӗч ыйту хускатнӑ: "Социаллӑ сетьсем мӗн тăваҫҫӗ? "
Юлашки даннӑйсем тӑрӑх, ҫамрӑксем интернетри социаллӑ сетьсенче 60 процент вӑхӑтне ирттереҫҫӗ. Ҫак сайтсемпе мессенджерсем ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ - кунта вӗсем тӗнчере пулса иртекен ӗҫсем пирки хӑйсен шухӑшӗсене йӗркелеҫҫӗ. Час-часах социаллă сетьсем урлӑ ачасемпе ҫамрӑксен ҫирӗпленсе çитмен ӑс-тӑнне "атака" пырать. Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисен аскӑнлӑхӗпе интересленмелле тата хӑрушлӑхсем ҫинчен тӳрӗ кӑмӑлпа каласа памалла.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.