Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Мартӑн 2022, 13:00

Пушкӑртстанăн пилӗк ялӗнче "типӗ саккун" йӗркелеме пултараҫҫӗ

Ҫав вӑхӑтрах Республика Парламенчӗн спикерӗ каланă тăрăх, алкоголь сутма чарни хӑй тӗллӗн сывӑ пурнӑҫ культурине йӗркелессине пĕлтермест.

Пушкӑртстанăн пилӗк ялӗнче "типӗ саккун" йӗркелеме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанăн пилӗк ялӗнче "типӗ саккун" йӗркелеме пултараҫҫӗ

Пушкӑртстанри пилӗк ялта пурӑнакансем – алкоголь продукцине хӑйсен территорийӗнче сутмасса коллективлӑ йышӑну тунă.
ПР Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев каланӑ тӑрӑх, граждансен ҫавӑн пек право пур. Йышăнăва халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ытларахӑшӗн сасăлавĕпе йышӑнаççĕ. Район Совечӗ туса хатӗрлекен проектпа республика саккунӗпе суту-илӳ тума ирӗк паманнине палӑртаҫҫӗ. Анчах та Патшалӑх депутачӗсем пӑхса тухас умӗн документăн Республика Правительствин лайӑх заключенине илмелле тата йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен витӗм кӳреслӗхне хак памалла.
Ҫав вӑхӑтрах Республика Парламенчӗн спикерӗ каланă тăрăх, алкоголь сутма чарни хӑй тӗллӗн сывӑ пурнӑҫ культурине йӗркелессине пĕлтермест.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: rus.bashgazet.ru.

Пушкӑртстанăн пилӗк ялӗнче "типӗ саккун" йӗркелеме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанăн пилӗк ялӗнче "типӗ саккун" йӗркелеме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: