Ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова ӗҫ шыраса тупассипе ҫыхӑннӑ чи паллӑ ыйтусем ҫине хуравланă.
Чи анлӑ сарӑлнӑ Топ-3 ыйту тата вӗсем ҫине хурав пани:
Ваканси ӑҫта шырамалла?
Регионти вакансисем пурте "Работа России" цифра платформи ҫинче пуҫтарнă. https://redesign.trudvsem.ru/
Кунта республикӑра пурӑнакан кашни ҫын ӗҫ тупма пултарать, ӗҫ паракансем – ӗҫченсене.
Республикӑра ӗҫ рынокӗнче мӗнле специалистсем кирлӗ?
Регионти банкра - 48 пин ытла ваканси. Регион предприятийӗсене водительсем, токарьсем, слесарьсем, производство установкисен операторӗсем, менеджерсем, воспитательсем, суту-илӳпе суту-илӳ сферисенчи кадрсем тата ытти те кирлӗ.
Предприяти ӗҫлеме чарăнсан, унта ӗҫлекен ҫынна мӗн кӗтет?
Ӗҫ кодексӗ тӑрӑх, 157 статья, ӗҫ параканран пӑхӑнман сӑлтавсене пула вӑхӑтлӑха ӗҫе чарса лартас пулсан, ĕçлекен 2/3 тариф ставкӑран (оклад) кая мар тӳлев илет.
Усӑллӑ ссылкӑсемпе контактсем:
Ӗҫ прависене пӑснӑ ыйтусем енӗпе хӗрӳ лини: 8 (347) 277-87-02 (9 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен канусӑр).
"МГ" информацийĕпе.