Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
21 Мартӑн 2022, 09:12

Пушкӑртстан Украинӑра пуçне хунă тата икӗ боецпа сывпуллашнӑ

Хурлӑхлӑ церемонисем Юматовăпа Буздякра — геройсен тӑван ҫӗрӗ ҫинче иртнĕ.  

Пушкӑртстан Украинӑра пуçне хунă тата икӗ боецпа сывпуллашнӑ
Пушкӑртстан Украинӑра пуçне хунă тата икӗ боецпа сывпуллашнӑ

Пушкӑртстанра ҫар служащийӗсене — Ильмир Гималетдиновпа Владимир Лосева юлашки ҫула ăсатассине чыслӑн ирттернӗ, вĕсем республикӑра ҫуралса ӳснӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттернӗ чухне пуçне хунă.

Ильмир Тимирянович Гималетдинов 2014 ҫултанпа ҫар службине контрактпа иртнӗ, Челябинск облаҫӗнчи Чебаркульте пурӑннӑ. Аслӑ сержантӑн ашшӗ-амӑшӗ, мӑшӑрӗ тата виҫӗ ача юлнă. Владимир Николаевич Лосева 2017 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче сроклă ҫар службине чӗннĕ.

Хурлӑхлӑ церемонисем Юматовăпа Буздякра — геройсен тӑван ҫӗрӗ ҫинче иртнĕ.

Боецсене ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайĕн Председателӗ Константин Толкачев, ПР ҫар комиссарӗ Михаил Блажевич, патшалӑх пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем, пӗрле ӗҫлекенсем, ял-йыш, тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем чысланă.  "Паян пирӗн салтаксем, вӗсен аслашшӗсем тата мӑн аслашшĕсем пек, нацизмпа геноцида хирӗҫ тӑраҫҫӗ, мирлӗ те канлӗ пурнӑҫпа пурӑнма ҫынсен правине хӳтӗлеҫҫӗ, — тенӗ Парламент спикерӗ Константин Толкачев. — Пире хирӗҫ Анӑҫ пуçарса янă информаци, экономика вӑрҫи тахҫантанпах Крымшӑн мар, Донбасшӑн мар, пӗтӗм Раҫҫейшӗн, пирӗн территори тӗрӗслӗхӗшӗн, никама пӑхӑнманлӑхшӑн пырать, хамӑр позицие хӳтӗлеме пирӗн право пур".

Константин Толкачев пуçне хунă салтаксен çемйисене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассине уйрăм палăртса хăварнă.

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: gsrb.ru сайтран.  

Пушкӑртстан Украинӑра пуçне хунă тата икӗ боецпа сывпуллашнӑ
Пушкӑртстан Украинӑра пуçне хунă тата икӗ боецпа сывпуллашнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: