Кун пирки брифингра Пушкӑртстан Республикинчи халӑха ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова пӗлтерчӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, регионти ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру ҫирӗп. Министерство ӑна куллен мониторинг ирттерет.
- Ӗҫ паракансем ҫынсене ӗҫе илме кӗтеҫҫӗ. Суту-илӳ сечӗсем вакансие пӗлтереҫҫӗ, "Башавтотранс" 900 водитель кӗтет, "Алга" уйрӑм экономика зонинчи "Аркада" предприяти 500 ҫӗвӗҫе йыхравлать, заводсем ваканси уҫаҫҫӗ - ҫаксем пурте официаллӑ ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ, - терӗ Ленара Иванова.
Ҫав хушӑрах Ленара Хакимовна министерствӑра ӗҫсӗрлӗх ӳсессе, производство сыпăкĕсем ҫурӑлнӑран, хатӗрленнине палӑртрӗ. Ҫавна май федераци бюджетӗнчен региона ӗҫ рынокне, ҫав шутра вӗренӳ рынокне пулӑшма 900 млн тенке яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Министр ӗҫ паракансене "Работа в России" платформа ҫинче ваканси йӗркелеме сӗннӗ. Шыракансен ҫавӑн пекех ҫак платформӑпа усӑ курмалла тата ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене пӑхмалла.
"МГ" информацийĕпе.