Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Мартӑн 2022, 15:13

60 ача шкул столовӑйӗнче наркӑмӑшланнӑ

Республикӑн следстви комитечӗ шкул ачисем Мияки районӗнче массӑллӑ наркӑмӑшланни тĕлĕшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.  

60 ача шкул столовӑйӗнче наркӑмӑшланнӑ
60 ача шкул столовӑйӗнче наркӑмӑшланнӑ

Республикӑн следстви комитечӗ шкул ачисем Мияки районӗнче массӑллӑ наркӑмӑшланни тĕлĕшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Миякинчи шкул столовӑйӗнче мартăн 23-мӗшӗнче шкул столовӑйӗнче ҫинӗ хыҫҫӑн ачасем хăйсене начар туйма пуçланă. ПР пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ачана (11 тата 13 ҫулсенчисем) апатпа наркӑмӑшланнин паллисемпе больницăна вырттарнă, ыттисене медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн килĕсене янӑ.

Халӗ столовӑйра апат-ҫимӗҫ продукцийӗн тӗслӗхӗсене, документацине тĕрĕслеççĕ, ҫавӑн пекех столовӑйпа апат комбиначӗн ӗҫченӗсене, шкулти апат-ҫимӗҫ комбиначӗн ӗҫченӗсен анализĕсене тӗпчеҫҫӗ, ҫавӑн пекех санэпидправилисене пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ, вӗренекенсенчен ыйтса пĕлеççĕ.

«Производство, хранение, перевозка либо сбыт товаров и продукции, не отвечающей требованиям безопасности жизни и здoровья потребителей" статьяпа ĕç хускатнӑ.

 gtrk.tv информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: stolica-s.su

60 ача шкул столовӑйӗнче наркӑмӑшланнӑ
60 ача шкул столовӑйӗнче наркӑмӑшланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: