+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Алексеевкăра пурăнакансемпе çурхи шыв, шыв илес ыйтӑвӗсемпе пуху иртнĕ. Кӑҫал юр питĕ нумай çурĕ, çавăнпа та çурхи шыв вăйлă пуласса хатĕр пулмалла.
Алексеевкӑра пурӑнакансене юр ирӗлнӗ вӑхӑтра хӑйсен пурлӑхне путасран упрас енӗпе мерӑсем йышӑнма кирли ҫинчен ӑнлантарса панă.
Ҫавӑн пекех ку пухура ытти ыйтусене те сӳтсе явнӑ, вӗсемпе тивӗҫлӗ решенисем йышӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.