#владимирпутин
"Роскосмос" Гендиректоре Дмитрий Рогозин РФ Президенчӗ Владимир Путин Восточный космодромра пулнӑ чухне çар ракетисен комплексӗсем тӑвас ӗҫе сӳтсе явнӑ. Кун ҫинчен Рогозин апрелӗн 14-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал эфирӗнче каласа панă.
Путинпа Белорусси президенчӗ Александр Лукашенко апрелӗн 12-мӗшӗнче Восточный космодрома ҫитсе курнӑ. Политиксем строительство мӗнле пынипе паллашнӑ, работниксемпе хутшӑннӑ, ун хыҫҫӑн Раҫҫей лидерӗ летчик-космонавтсене патшалăх наградисем панӑ.
Ҫав кунах Путин Раççей Уйӑх программине ҫӗнетме тата "Уйӑх-25" роботизациленӗ комплекса ӗҫе яма шутлани ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫӗршыв космос сферинче палӑртнӑ плансене, тулаш енчен пусӑм пулсан та, ҫине тӑрсах пурнӑҫлассине палӑртнӑ.
"Известия" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Климентьев.