Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Апрелӗн 2022, 10:23

Çумăр çăвать, анчах ăшă пулать

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Çумăр çăвать, анчах ăшă пулать
Çумăр çăвать, анчах ăшă пулать

Ҫитес виҫӗ кун Пушкӑртстанра ҫумӑрлӑ, анчах ҫуркуннехи пек ӑшӑ ҫанталӑк пуласса кӗтеҫҫӗ, пӗлтерчӗҫ республика синоптикӗсем.

Башгидромет пӗлтернӗ тӑрӑх, апрелӗн 18-мӗшӗнче регионта пӗлӗтлӗ, уяр тӑрӗ. Вăйлах мар ҫумӑр ҫума тытӑнать, ҫурҫӗр енĕпе кăшт вăйлăрах. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ районӗсенче çумăр ҫук. Сывлӑш температури кӑнтӑрла +13, +18 градус, ҫурҫӗрпе 8 градус ӑшӑ.

Апрелӗн 19-мӗшӗнче вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫумӑр ҫӑвать. Çил кӑнтӑр енчен, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен лӑпкӑ вӗрет. Ҫӗрле сывлӑш температури -3, +8 градус, республикӑн ҫурҫӗр енче 2 градус сивӗ таран. Кӑнтӑрла +7, +12 градус, кӑнтӑр енче +15, +20 градус.

Апрелӗн 20-мӗшӗнче ҫӗрле вăйлă мар ҫумӑр ҫума тытӑнать, ҫурҫӗрпе ытларах, кӑнтӑрла кӗске вӑхӑтлӑх ҫумӑр, аслати. Сывлӑш температури ҫӗрле +2, +7 градус. Кӑнтӑрла республикӑн ҫурҫӗр ҫурринче +9, +14 градус, кӑнтӑр ҫурринче +16, +21 градус.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Иван ГРИГОРЬЕВ.

Çумăр çăвать, анчах ăшă пулать
Çумăр çăвать, анчах ăшă пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: