Александр Геннадиевич Петров, Çирĕклĕ ял совечĕн пуçлăхĕ:
— Уява ĕçлĕ кăмăл-туйăмпа кӗтсе илетпӗр. Ҫурхи тапхӑр ял ҫыннисемшӗн яланах хӗрӳллӗ: акмалли ӗҫсем, йывӑҫ лартмалли акцисем, субботниксемпе хӑтлӑх кӗртмелли акцисем пуҫланаҫҫӗ. Ял поселенине бюджет укҫи-тенкине умлӑн-хыҫлӑн тӑватӑ ҫул хушши 600 пин тенкӗ: урамри ҫутта ҫутатма 100 пин тенкӗ, ыттине тирпей-илем кӗртме уйӑраҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗнче ултӑ ял. Тирпей-илем кӗртме бюджет уйӑрӑвӗсене 1 миллиона яхӑн та пулин ӳстерес килет. Вара халӑх пурӑнакан вырӑнсем пурте улшӑнма пултарĕччĕç. Кӑҫал эпир кану паркне тирпей-илем кӗртессине, тротуар плиткисене майлаштарассине, электричество ҫутине вырнаҫтарассине, унта 200 пин тенкӗлӗх тӑкаксем пулмалла, ҫуллахи эстрада тӑвассине вӗҫлеме палӑртнӑ. Çирĕклĕ ялӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен паркӗнче ҫӑка тата пилеш аллейи лартас, 100 пин тенкӗлӗх спорт площадкине тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӗҫлемелле. Лысогоркӑра Центральная урама юсама шутлатпӑр. Район администрацийӗ пулӑшу пама пулчĕ. Ҫӑлкуҫсене, асăну обелискĕсене тирпей-илем кӗртес ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Регион операторĕпе, ТБО турттарас енӗпе ӗҫлекенскерпе, пластмассӑран тунӑ хупӑллӑ тимӗр контейнерсене улӑштарма планлатпӑр. Контейнер площадкисене тума та нумай тӑкак каять. Ҫӳп-ҫап пухмалли тимӗр контейнерсене ял масарӗсем патне вырнаҫтарӑпӑр. Иртнӗ ҫулсенчи пекех, хӑтлӑх-илем кӗртес ыйтусене татса парас енӗпе ял тӑрӑхӗнчи халӑх пулӑшасса шанатпӑр.
Владимир СМОЛОВ çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.