Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Майӑн 2022, 20:14

Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле

Георгий хăйăвӗ ветерансене хисепленине, вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине астунине кăтартать.

Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле
Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле

Пушкăртстан «Георгий хă­йă­­вӗ» акцие хутшă­нать. «Волон­теры Победы» юхăм хастарӗсем Георгий хăйăвӗ валеçме пуç­ланă. Астăвăм паллине вӗсем майăн 9-мӗшӗчченех сала­тӗç. «Акци республикăн кашни районӗпе хулинчех иртет. 

Георгий хăйăвне валеçес ӗçе çавăн пекех çарпа патриот, çамрăксен  организацийӗ­сем, шкул ачисемпе студентсем те хутшăнаççӗ. Хăйăва çынсене панă май вӗсем ăна мӗнле тӗрӗс çакса çӳремелли пирки ăнлантараççӗ. «Волонтеры Победы» юхăм хастарӗ Е.Маховицына каланă тăрăх, Георгий хăйăвӗ ветерансене хисепленине, вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине астунине кăтартать. Анчах та нумайăшӗ ăна тӗрӗс мар çакса çӳрет – сумка, алă е тата машина çине çыхса хурать. Ку тӗрӗс мар. Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле. Вăл илем хатӗрӗ мар, Аслă Çӗнтерӗвӗн, пирӗн халăхăн паттăрлăхӗн палли.  

 http://suvargazeta.ru/news/

Сăнÿкерчĕкĕ: Çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле
Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле
Автор:
Читайте нас: