Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Майӑн 2022, 19:50

Мари Элте юр ҫуса лартнӑ

#ҫанталӑк, #синоптиксем, #кӳршӗре

Мари Элте юр ҫуса лартнӑ
Мари Элте юр ҫуса лартнӑ

 Паян самаях сивӗтрӗ.  Мари Элте вара юр ҫуса лартнӑ. Паян ирхине унта симӗс курӑк юрпа витӗннӗ. Ҫакна ӳкернӗ видеосене тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.

Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх,  республикӑра юлашки талӑкра 17 миллиметр юр, ҫумӑр ҫунӑ. Ку – ҫур уйӑхри норма.

Мари Элте ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче пушшех те вӑйлӑ юр ҫунӑ. Унта кӗртсем те пулнӑ. Уйрӑмах – Параньга тата Сернур тӑрӑхӗсенче.

Синоптиксем лайӑх хыпар пӗлтереҫҫӗ: кун пек урӑх сивӗтмӗ, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче 15-20 градус таранах ӑшӑтмалла. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑштах сивӗрех, 12-14 градус, пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ.

#ҫанталӑк#синоптиксем#кӳршӗре

 
Мари Элте юр ҫуса лартнӑ
Мари Элте юр ҫуса лартнӑ
Автор:
Читайте нас: