Радий Хабиров республикӑра пурӑнакансене "Вилӗмсӗр полк" акцине хутшӑнма сӗнет, вӑл пандеми пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут куҫа-куҫӑн иртӗ. Уфара 150 пин ҫынна яхӑн хутшӑнаҫҫӗ, республикӑра – 450 пин ҫынна яхӑн.
"Эпир те асаттепе, рядовой Барый Латыпович Хабировпа, хутшӑнӑпӑр, - пӗлтернӗ Пушкӑртстан ертӳҫи.
Радий Фаритовичӑн аслашшӗ вӑрҫӑ çулĕпе туллин утса тухнă, ӑна Монголире вĕçленĕ, йывӑр аманнă.
"Эпӗ унӑн фашизма ҫӗнтернӗ пӗтӗм халӑхӑн паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫӑма усатӑп", - палӑртрӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.
Радий Хабиров пирӗн ҫӗршыв каллех нацистсемпе ҫапӑҫнӑ чухне ҫак хӑйне евӗрлӗ акци уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тесе шутлать.
"МГ" информацийĕпе.