Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Майӑн 2022, 18:10

Андрей Назаров хӑй пионер пулни ҫинчен каласа панă

Пионерсен традицийӗсене волонтер, шкул тата студент организацийӗсем малалла илсе пынине аса илтернӗ вӑл.

Андрей Назаров хӑй пионер пулни ҫинчен каласа панă
Андрей Назаров хӑй пионер пулни ҫинчен каласа панă

Майӑн 19-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗмӗрхи юбилейне пирӗн ҫӗршыври пионерсен юхӑмĕ палӑртать. Социаллӑ сетьсенче Пушкӑртстан Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров Пионери çинчен хӑйӗн шухӑшӗсене тата асаилӗвӗсене каласа панă.
"Тӗнчене пӗлсен тата йӗри-таврара мӗн пурри пурте интереслӗ пулсан, манӑн та, хамӑн тантӑшсенни пекех, ҫак вӑхӑт ачалӑхпа, ҫутӑ та ним шухӑшсӑр пурнăçпа аса килет. Аслӑ юлташсем хӗрлӗ галстук ҫыхнӑ куна, тен, ҫакна туйса курнӑ кашни ҫынах астӑвать пулӗ. Мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ун чухне мана та ҫавӑрса илнӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, Пионери СССР союзӗнчи тӗп символĕсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ӑна пула ачасене пӗр-пӗрне пулӑшса пымалли, ӗҫченлӗх, патриотизм принципӗсене хӑнӑхтарнӑ. Ачасем ҫӗршыв пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, спорт тата пултарулӑх кружокӗсенче вӗреннӗ, макулатурӑпа тимӗр-тамӑр пухнӑ, походсене ҫӳренӗ, ваттисене пулӑшнӑ", - ҫырнă Андрей Назаров.
Пионерсен традицийӗсене волонтер, шкул тата студент организацийӗсем малалла илсе пынине аса илтернӗ вӑл.
"Башинформ" информацийĕпе.

Андрей Назаров хӑй пионер пулни ҫинчен каласа панă
Андрей Назаров хӑй пионер пулни ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: