0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстан суту-илӳпе пулӑшу министерствинче республика районӗсенче сабантуйсем ирттернĕ кунсенче вӑхӑтлӑха эрех-сӑра сутма чарнине аса илтерчӗҫ.
Асӑннӑ чару ПР 414-мӗш № - лӗ Саккунӗн 6.2 статйин шайӗнче ӗҫлет. Çав хушӑрах, министерствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, чарусем общество апатланăвĕн сферинче спирт-сӑра вак-тӗвек сутасси çине сарӑлмаҫҫӗ.
"Башинформ" ИА Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров халӑх уявӗсен графикне ҫирӗплетни ҫинчен маларах пӗлтернӗччĕ.
Пишпÿлекре Акатуй июнĕн 4-мĕшĕнче иртет.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.