Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
30 Майӑн 2022, 12:20

Пишпÿлекре пограничник кунне паллӑ тунă

Мероприяти асăнмалăх сăн ÿкнипе вӗҫленнӗ.

Пишпÿлекре пограничник кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре пограничник кунне паллӑ тунă

Пишпÿлек районӗнчи пограничниксем хӑйсен уявне палӑртнă.  Майӑн 28-мӗшӗнче чикӗри ҫарсен ветеранӗсем Пишпÿлекри Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркне пухӑннӑ, чикӗри ҫарсене халалланӑ мемориаллӑ стелла патне чечексем хунă. Чаплӑ церемонире район администраци пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов пухӑннисене уяв ячӗпе саламланă. Тӑван çӗршыв чиккисене хӳтӗленӗ чухне хӑйсен пурнӑҫне панӑ пограничниксене асӑнса, пĕр минут шăплăхра тăнă. Мероприяти асăнмалăх сăн ÿкнипе вӗҫленнӗ.

Малалла митинга хутшӑнакансем Пишпÿлекри Культура керменĕ патне автопробег тунă, райцентрти тӗп площадь тӑрӑх строевой маршпа утса, Çĕнтерÿ паркĕнчи Паллă мар салтак палӑкӗ умне чечексем хунă.

Ҫав кун Йăлпăлактамак ялӗнче пограничниксен мемориаллӑ стеллине те уҫнă.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацийĕн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре пограничник кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре пограничник кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре пограничник кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре пограничник кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: