Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
30 Майӑн 2022, 12:08

Пушкӑртстанра "Ÿсӗм территорийӗ. Ҫӗнӗ движ" проекта пӗтӗмлетнӗ

Проект Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн грант укçи-тенкипе пурнӑҫланать.

Пушкӑртстанра "Ÿсӗм территорийӗ. Ҫӗнӗ движ" проекта пӗтӗмлетнӗ
Пушкӑртстанра "Ÿсӗм территорийӗ. Ҫӗнӗ движ" проекта пӗтӗмлетнӗ

Пушкӑртстанра "Ÿсӗм территорийӗ. Ҫӗнӗ движ" проекта организаторсем, хутшӑнакансем тата наставниксем ҫулталӑкӑн итогӗсене пĕтĕмлетнĕ. Проект Пушкӑртстанри хуласенче 15 резиденци никӗсӗнче ӗҫлет, шкул ачисене кӑсӑклӑ ҫул-йӗрсенче аталанма пулӑшать.

"Ӳсӗм территорине" аталанӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗпе стратегине хутшӑнакансем тата вӗсен вӗрентӳҫисем ырлӑх фончӗн попечительсен совечӗн председателӗпе Каринэ Хабировӑпа, республикӑн вӗренӳ министрӗн заместителӗпе Руслан Ханнановпа, регион Фончӗн генеральнӑй директорӗн заместителӗпе, гражданла обществӑна пулӑшассине Роман Низамутдиновпа сӳтсе явнă.

Мероприяти вӗҫленнӗ тӗле проекта хутшӑнакансене, наставниксене тата амбассадорсене наградӑланӑ.

Проект Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн грант укçи-тенкипе пурнӑҫланать.

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра "Ÿсӗм территорийӗ. Ҫӗнӗ движ" проекта пӗтӗмлетнӗ
Пушкӑртстанра "Ÿсӗм территорийӗ. Ҫӗнӗ движ" проекта пӗтӗмлетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: