0 °С
Пӗлӗтлӗ
Майӑн 31-мӗшӗнче районти тӗп библиотека ĕçченĕсем Çӗнтерÿ паркӗнче "Беседкӑна вулама тух" вулав куравĕ йĕркеленĕ.
"Вулав залне" кӗрес текенсем пурте журналсемпе, энциклопедисемпе паллашнă. Кашниех кӗнеке е журнал илме, беседкӑна меллӗн вырнаҫса ларса вулама, канма, килти ӗҫсенчен канма пултарнӑ.
Ачасем ӑс-хакӑлпа литература викторинине хаваслансах хутшӑннă, тутлӑ призсем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.