Йышӑну регионти ҫулсем ҫинчи температура +32 ҫӳлерех пулсан ĕçлет. Ҫулсен списокне палӑртнӑ, унпа постановлени текстӗнче паллашма пулать. Списокра - республикӑри ҫулсен 501 участокӗ.
Ку асфальт-бетон витӗмне упрама тивӗҫ ҫулленхи мероприяти. Йывӑр грузовиксен кӑнтӑрла çÿреме юрамасть, анчах 22.00 тата 10.00 сехетчен, шӑрӑх иртсен, çÿреме пулать.
2021 ҫулхи ҫав тери шӑрӑх ҫу кунӗсем — ун чухне кунашкаллине май уйӑхӗнчех туса хунӑччӗ. Хальхи лару-тӑру 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш ҫуррине аса илтерет - питӗ сулхӑн та вӑйлӑ юшкӑнлӑ. Ҫывӑхри тата вӑрах вӑхӑтлӑх синоптиксен прогнозӗсем июнь вĕçĕччен 30 градуслӑ ӑшă пуласса та сӑмах памаҫҫӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.