Раççей теҫҫӗ пирӗн пӗрлехи ҫурта,
Унта кашнинех канлӗ пултӑр.
Кирек мӗнле йывӑрлӑха та пӗрле ҫӗнтерӗпӗр,
Пӗрлӗхре кӑна Раҫҫей вӑйӗ!
Июнӗн 12-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывӑн тӗп уявӗсенчен пӗрне - Раҫҫей кунне - палӑртаççĕ. Ҫак уяв умӗн районти ача-пӑча тата тӗп библиотека ӗҫченӗсем Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн кӑнтӑрла пулмалли лагерьти "Дружба" отрядри ачасем валли тематикӑллӑ программа "Ҫӗршывӑм манăн, ҫӗрӗм манăн" ирттернĕ. Библиотекарьсем Раççей — никама пӑхӑнман патшалӑх, хӑйӗн территорипе, хӑйӗн патшалӑх чӗлхипе, хӑйӗн саккунӗсемпе, пӗтӗм халӑх суйланӑ Президенчĕпе тытса тӑракан патшалӑх пулни ҫинчен каласа панӑ. Раҫҫей патшалӑхӗн символӗсем — ялав, герб тата гимн ҫинчен пӗлтерекен информаци кӑсӑклӑ пулнă. Малалла вӗсем тупмалли юмахсене хавхалансах тупнă, викторина ыйтăвĕсене хирӗҫ хуравланă. Ҫавӑн пекех хӑйсен аллисемпе Раҫҫей ялавне тӑвас енӗпе кӑсӑк мастер-класс ирттернӗ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӗслӗ ялавӗ –
Шурӑ, кӑвак, хӗрлӗ тӗс.
Маншӑн чи илемли,
Тӗнчере ялавран илемли ҫук.
Чыс та тӗрӗслех, ку ялавра,
Ҫапӑҫура тӑкӑннӑ юн,
Хӑюлӑх, паттӑрлӑх, паттӑрлӑх,
Ĕненÿ Тӑван Ҫӗршыва !
М. Бебина
#12июняДеньРоссии
#МояРоссия
#ЯЛюблюРоссию
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.