Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Июнӗн 2022, 22:07

Ҫӗршывра ют чӗлхесемпе вывескӑсем лартма чармалли проект хатӗрленӗ

Мускавӑн тӗп урамӗсенче вӑтамран 30-50% акӑлчанла е латинла ҫырнӑ вывескӑсем ытларах.

Ҫӗршывра ют чӗлхесемпе вывескӑсем лартма чармалли проект хатӗрленӗ
Ҫӗршывра ют чӗлхесемпе вывескӑсем лартма чармалли проект хатӗрленӗ

Ҫак савӑнӑҫлӑ хыпара Патшалăх Думин спикерӗ Вячеслав Володин эрнекун, июнӗн 10-мӗшӗнче, хӑйӗн Telegram-каналӗнче пӗлтернӗ.
Володин Патшалӑх Думинче ют чӗлхесемпе реклама вывескисене вырнаҫтарма чарнине сӳтсе явни ҫинчен ҫырнӑ. Вӑл саккун проектне хатӗрлесе ҫитернине палӑртнă.
Саккун проектне хатӗрлесси ҫинчен, рекламӑра англицизмсемпе усӑ курмалли нормӑсене анлӑлатма палӑртнӑ тӑрӑх, культура енӗпе ӗҫлекен дума комитечӗн пуҫлӑхӗ Елена Ямпольская пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Мускавӑн тӗп урамӗсенче вӑтамран 30-50% акӑлчанла е латинла ҫырнӑ вывескӑсем ытларах.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкӗ: уҫӑ ҫӑлкуҫран.

 

Ҫӗршывра ют чӗлхесемпе вывескӑсем лартма чармалли проект хатӗрленӗ
Ҫӗршывра ют чӗлхесемпе вывескӑсем лартма чармалли проект хатӗрленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: