Башстат пӗлтернӗ тӑрӑх, июнӗн 10-мӗшӗ тӗлне регионта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ хӑш-пӗр апат-çимĕçсен хакӗсем чакаҫҫӗ. Инфляци ӳсӗмӗ чакнă.
Хӗл вӗҫӗнче хакланнӑ купӑста палӑрмаллах йӳнелсе пырать. Май уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗр килограмм купӑста вӑтамран 67 тенкӗ тӑнӑ пулсан, июнӗн 10-мӗшӗнче - 53 тенке яхӑн, борщ наборӗнчи пахчаçимĕç пӗр эрнере тата 9% йӳнелнӗ.
Пахчаҫимӗҫ хакӗсем сезонлӑ пулнипе чакаҫҫӗ - ҫавӑн пекех хӑяр та йӳнелнĕ (- 16,6%, 64,5 тенкӗ), помидор (- 16,5 процент,122 тенкӗ), ҫӗрулми (- 12,2%, 61 тенкӗ).
Сӗт, сысна ашӗпе чӑх какайӗ, сосискӑсем, макарон изделийӗсем, канфетсем, банан, чӑкӑт хакӗсем чакма палӑртнă.
"Башинформ" информацийĕпе.