Пушкӑртстанӑн тата Раҫҫейӗн ытти нумай регионӗн ҫул-йӗр строительствин сферинче пулса иртекен ӗҫ-хӗле республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "автоҫул строительствин ренессансӗ" тесе ят панӑ. Кун пирки вӑл Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче "Автодор" патшалăх компанийӗ губернаторсемпе йӗркеленӗ ӗҫлӗ ирхи апат вăхăтĕнче тухса каланӑ.
Ҫӗршывӑн темиҫе регионне харӑсах пырса тивекен пысӑк проектсен шутӗнче М-12 хӑвӑрт ҫӳрекен автоҫул тӑвасси, ҫав шутра Пушкӑртстан территорийӗ урлӑ та иртӗ.
Республикӑшӑн кая мар пӗлтерӗшлӗ çул-йӗр проекчӗ — Уфаран Тухӑҫран тухмалли çул, унӑн пĕтĕмĕшле хакӗ 48 миллиард тенкӗпе танлашать.
"Башинформ" информацийĕпе.