Çирĕклĕри ял клубӗнче йӑла пур, вӑл нихăçан та ҫухалса кайма пултараймасть: ачасемпе ҫутҫанталӑка тухса курасси. Канма, мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме, мӗн курни-илтнисемпе кăмăла тултарма. Ачасем тӗнчепе хутшӑну опычӗ илеҫҫӗ, чӑн-чӑн ҫутҫанталӑкпа килӗштерсе пурӑнма, тӑван ҫӗршыв илемне упрама, коллективра хутшӑнма, ҫутҫанталӑкра хӑйне мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен пӗлӗве анлӑлатма вӗренеҫҫӗ.
Ачасем ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем нумай пӗлнĕ, тĕрлĕ вӑйӑсем хаваслансах вылянă. Поход ӑшӑ лару-тӑрура иртнӗ, вăл хутшӑнакансене хутшӑну савӑнӑҫӗ, кӑмӑл-туйӑм лайӑх, хаваслӑхпа оптимизм зарячӗ панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.