

Районта "Урал-Батыр"вӑй экстримне Çамрӑксен кунĕнче ҫуллен ирттересси йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал ӑмӑртӑва тӑватӑ ҫын хутшӑнчӗ.
Вăй экстримĕпе ӑмӑртӑва тăватă тӗспе палӑртнӑ: фермер уҫӑлса ҫӳрени, кустӑрмана кустарни, автомобиле куҫарни, вӑрман касакан.
Мӗнпур ӑмӑртӑва вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрчӗҫ:
1-мĕш вырӑнта Ралиф Шамсутдинов (Биккул ял совечĕ), 2-мĕш вырӑнта Эдуард Григорьев (Пишпÿлек ял совечĕ, Алексеевка), 3-мĕш вырӑнта Ильнур Ахмадеев (Аит ял совечĕ), 4-мĕш вырӑнта Дамир Раянов (Кăркан ял совечĕ).
Хутшӑнакансене пурне те грамотӑсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе наградӑланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.