Кистенлӗри культура çуртӗнче ачасемпе тематика программи ирттернĕ.
Терроризм вӑл - пысӑк преступлени, организациленӗ ҫынсен ушкӑнӗ пусмӑрласа хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама тӑрӑшать пулсан. Террористсем - заложнике тытса илекен, нумай ҫынлӑ вырӑнсенче сирпӗнтерес ӗҫе йӗркелекен, хӗҫпӑшалсемпе усӑ куракан ҫынсем. Терроризма пула час-часах айӑпсӑр ҫынсем, вӗсен хушшинче ачасем те лекеççĕ. Кистенлӗри культура çуртӗнче ачасемпе тематика программи ирттернĕ. "Асӑрхануллӑ пул" тематика программин тӗллевӗ экстремизмпа терроризмӑн пӗлтерӗшне, вӗсен тĕсĕсемпе тӗллевӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса пама, ачасен терроризмпа экстремизм ҫинчен тӗнчери проблема ҫинчен шухӑшланӑ пек анлӑлатма; ачасене пӗр-пӗрин ҫине толерантлă пӑхма, ытти ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма, харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлеме вӗрентме пулӑшать. Программа пынӑ май ачасем ҫак хӑрушлӑх условийӗсенче хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытмаллине пӗлнĕ. Мероприяти вĕçĕнче буклетсем панӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.