Çутă çул
-6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
4 Июлӗн 2022, 10:29

Пушкӑртстан Луганск халӑх республикинчи хуласене юсать

Ӗҫ мӗнле пынине Сергей Кириенко тĕрĕсленĕ.

Пушкӑртстан Луганск халӑх республикинчи хуласене юсать
Пушкӑртстан Луганск халӑх республикинчи хуласене юсать

Пушкӑрт строителĕсем Петровское тата Красный Луч хулисенчи социаллӑ объектсене, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫуртсене юсаҫҫӗ. Вӗсем Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем пенипе сиенленнӗ. Ӗҫ мӗнле пынине Сергей Кириенко тĕрĕсленĕ. Кун ҫинчен СОЛОВЬЕВ ТГ-канал пӗлтерет.

Сӑмахран, Раҫҫей Президенчӗн Администрацийӗн пӗрремӗш заместителӗ Шаймуратов генерал-майор ячӗллӗ 22-мĕш шкула юсамалли срока икӗ хут чакарма хушнă. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2 ҫул йышӑнмаллаччĕ.

Сергей Кириенко "Сывлӑх поезчӗ" проект ӗҫӗпе паллашнӑ. Медицина работникӗсен бригадисем — кардиолог, эндокринолог, ЛОР, окулист, УЗИ-диагностика специалисчӗ — вырӑнти ҫынсем патӗнче тухса ҫӳремелли йышăну ирттернĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ:  karmaskaly-nov.ru

Пушкӑртстан Луганск халӑх республикинчи хуласене юсать
Пушкӑртстан Луганск халӑх республикинчи хуласене юсать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: