Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
5 Июлӗн 2022, 22:53

Суту-илӳ центрӗсемпе потребитель обществисем Пушкӑртри налук ҫӑмӑллӑхӗсем илме пултараҫҫӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Суту-илӳ центрӗсемпе потребитель обществисем Пушкӑртри налук ҫӑмӑллӑхӗсем илме пултараҫҫӗ
Суту-илӳ центрӗсемпе потребитель обществисем Пушкӑртри налук ҫӑмӑллӑхӗсем илме пултараҫҫӗ

Регион правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта суту-илӳ центрӗсемпе суту-илӳ комплексӗсем куҫман пурлӑх объекчӗсем тӗлӗшпе налук тӳлессинчен хӑтаракан хутшăнусем июль уйӑхӗнче вӑйне кӗреҫҫӗ.
Суту-илӳпе пулӑшу министрӗ Алексей Гусев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал арендаторсем валли аренда тӳлевӗн хакне ӳстермен тата ӗҫченсен малтанхи ҫулхипе танлаштарсан, сахалтан та ĕç вырăнĕн 90 процентне сыхласа хӑварнӑ суту-илӳ центрӗсемпе комплексӗсем çав правăпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене налук бази 2022 ҫуллӑх кадастр хакӗ тесе палӑртакан объектсен переченьне кӗртмелле.
"МГ" информацийĕпе.

Суту-илӳ центрӗсемпе потребитель обществисем Пушкӑртри налук ҫӑмӑллӑхӗсем илме пултараҫҫӗ
Суту-илӳ центрӗсемпе потребитель обществисем Пушкӑртри налук ҫӑмӑллӑхӗсем илме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: