Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Июлӗн 2022, 18:23

Май уйӑхӗнче Пушкӑртстанра ача ҫураласси 2021 ҫулхи май уйӑхӗпе танлаштарсан, 3% ӳснӗ

Башстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӗ 2021 ҫулта 39 333 ача ҫуралнӑ - 2020 çултан 1 процент сахалрах.

Май пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, регионта ача ҫураласлӑхӑн лайӑх аталанӑвӗ палӑрнă. Пӗтӗмӗшле илсен, январь — май уйӑхӗнче ача ҫураласлӑх пӗлтӗрхи пилӗк уйӑхпа танлаштарсан, 4,5% чакнă пулсан, май уйӑхӗнче лару-тӑру аталанма пуҫланă.
Ҫак уйӑхра республикӑра 2944 ача ҫуралнӑ – 86 (е 3 процент) 2021 ҫулхи май уйӑхӗнчен ытларах. "Ку вăл ПФО субъекчӗсен хушшинче пӗрремӗш результат. Пушкӑртра ача ҫуратаслӑхӑн кăтартăвĕ чи сахал ÿкнине сӑнаҫҫӗ", - тесе ăнлантарнă регионти Ĕҫ тата социаллă хÿтлĕх министерствинче.
Башстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӗ 2021 ҫулта 39 333 ача ҫуралнӑ - 2020 çултан 1 процент сахалрах.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Ĕç министерстви.

Май уйӑхӗнче Пушкӑртстанра ача ҫураласси 2021 ҫулхи май уйӑхӗпе танлаштарсан, 3% ӳснӗ
Май уйӑхӗнче Пушкӑртстанра ача ҫураласси 2021 ҫулхи май уйӑхӗпе танлаштарсан, 3% ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: