Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2022, 18:16

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ

Малашне нумайӑшӗ пушарнӑй профессине суйласа илесшӗн пулнӑ.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ

"Хӗвел çутинчи çуллахи каникул" ачасен кӗске вӑхӑтлӑх пулмалли площадкӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ пулнӑ. Ачасемпе вут-çулăм ҫинчен, унпа мӗнле калаҫмалли правилӑсем ҫинчен калаҫнă. Пушар тухсан тӗрӗс ӗҫлемелли правилăсене аса илнĕ.
Ачасем Пишпÿлекри пушар пайӗнче экскурсире пулнӑ. Вĕсене 68-мĕш ПСЧ отделенийӗн командирӗ Евгений Олегович Игнатьев кӗтсе илнӗ. Вӑл ачасене боевой тумтир, пушарпа ҫӑлӑнмалли оборудованисене кӑтартнă, пушар чаҫӗнчи пушар машинисем ҫинчен каласа панă. Ачасем ҫав тери интересленсе итленĕ. Кашниех пушар машинин кабининче ларса курнă. Ачасем хăйсене интереслентерекен ыйтусене панă. Ачасем ку ӗҫ кӑткӑс та хӑрушӑ пулнине ăнланнă. Апла пулин те, малашне нумайӑшӗ пушарнӑй профессине суйласа илесшӗн пулнӑ.
Смена вӗҫӗнче ача-пӑча картишӗнчи площадкӑра ирттернӗ савӑнӑҫлӑ та пӗлӳллӗ кунсем ҫинчен калакан фотоколлаж сюрприз кӗтнӗ.
#ДетскаяДвороваяПлощадка
#Бижбуляк
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: