Белорецк металлурги комбиначӗн легировкӑланӑ пралукӗн цехӗнче волочильнӑй ҫӗнӗ оборудовани хута янӑ. Проекта Пушкӑрт правительствипе пӗрле пурнӑҫланӑ, унӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен хӑйӗн телеграмм-каналӗнче ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров ҫырнӑ.
Инвестицисен калӑпӑшӗ 1,5 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен 750 млн тенкине промышленноҫ аталанӑвӗн Фончĕ уйӑрнӑ. Приоритетлӑ инвестици проекчӗсен программине кӗртнине пула комбинат пулӑшу мерисен пакет шайӗнче ҫӑмӑллӑхсем илет.
Премьер-министр предприяти коллективне юбилей ячӗпе саламланă, производствӑра ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тата ӗҫре ҫитӗнӳсем суннă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: Андрей Назаровăн телеграмм-каналӗ.