Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Июлӗн 2022, 11:03

Пушкӑртстанра "Саккунсӑр миграци-2022" ятарлă операцин пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен пӗлтернĕ

Миграци саккунӗсене пӑснипе ҫыхӑннӑ 16 уголовнӑй ӗҫ хускатнӑ.

Пушкӑртстанра "Саккунсӑр миграци-2022"  ятарлă операцин пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен пӗлтернĕ
Пушкӑртстанра "Саккунсӑр миграци-2022" ятарлă операцин пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен пӗлтернĕ

Профилактика рейчӗсен тӗллевӗ - саккунсӑр миграци каналӗсене тупса палӑртасси тата чарасси.
ПР МВД миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленин даннӑйсем тӑрӑх, пӗрремӗш тапхӑрта миграци саккунӗсене пӑснă 250 яхӑн ҫынна палӑртнӑ. Ӗҫ ӗҫ-хĕлӗнче йĕркене пӑсни 120 ытла. Пӗр ҫынна тупнӑ, вӑл хӑй тӗллӗн ҫӗршывран тухмалли формӑпа административлӑ суд решение йышӑнман. 640 пин тенкӗлӗх административлӑ штраф хунӑ тата 400 пине яхӑн шыраттарса илнĕ. Раҫҫей чиккинчен 20 ытла ют ҫӗршыв гражданне административлӑ майпа кăларса ярасси ҫинчен йышӑннӑ. Миграци саккунӗсене пӑснипе ҫыхӑннӑ 16 уголовнӑй ӗҫ хускатнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

Пушкӑртстанра "Саккунсӑр миграци-2022"  ятарлă операцин пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен пӗлтернĕ
Пушкӑртстанра "Саккунсӑр миграци-2022" ятарлă операцин пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен пӗлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: