+2 °С
Уҫҫӑнах
Уфари Ботаника садӗнче катальпа чечекленет, ҫӗр ҫинче третичнӑй тапхӑр текен вырӑнта миллионшар ҫул каялла ӳсекен реликт ӳсентӑран ӳсет. Кун ҫинчен Уфари Ботаника сад-институтăн социаллă сетĕнче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак ӳсентӑрансен ҫутҫанталӑк ареалӗ – Китай, Ҫурҫӗр Америка, Кариб тинӗсӗн утравӗсем. Катальпа йӑхӗн представителӗсем - 1 метртан пуҫласа 32 метр ҫӳллӗш йывӑҫсем, вулли диаметрӗпе 2 м. Катальпуна макарон йывӑҫӗ теҫҫӗ, ҫиелтен пӑхсан спагетти пек курӑнакан вӑрӑм та ҫинҫе хутаҫсене пула, вĕсем çеçке çурса тăкнă хыççăн пулаççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: Кӑнтӑрпа Урал Ботаника сачӗ-институт