Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Июлӗн 2022, 18:29

Суррогат эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен шутне тӑватӑ хут чакарнă

Алкоголь сутас тата вӑрттӑн ӗҫкӗпе кӗрешес ыйтӑва Радий Хабиров ҫӑмӑл мар, тет.

Суррогат эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен шутне тӑватӑ хут чакарнă
Суррогат эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен шутне тӑватӑ хут чакарнă


Пушкӑртстанра суррогат эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен шутне тӑватӑ хут чакарма май килнӗ. Вӑрттӑн алкоголь продукцийӗпе кӗрешнин результачӗсем ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каласа панӑ.
"Тӑваттӑмӗш ҫул кӗрешетпӗр эпир унпа. Паллах, результатсем те пур. 2018 ҫулта эрех ĕçсе 211 ҫын вилнӗ пулсан, 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх — 57, урӑхла каласан, 4 хут сахалтарах. Мӗн чухлӗ ҫемьене сыхласа хӑварма пултарнӑ! Тулли ҫемьесенче ӳсме, урӑ ашшӗсемпе вӑхӑт ирттерме, вӗсемпе футболла выляма, кинона ҫӳреме, уроксене пӗрле вӗренме мӗн чухлӗ ача пултарнӑ", - тесе ҫырнӑ регион ертӳҫи хӑйӗн телеграмм-каналӗнче.
Алкоголь сутас тата вӑрттӑн ӗҫкӗпе кӗрешес ыйтӑва Радий Хабиров ҫӑмӑл мар, тет.
"Башинформ" информацийĕпе.

Суррогат эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен шутне тӑватӑ хут чакарнă
Суррогат эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен шутне тӑватӑ хут чакарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: