Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Июлӗн 2022, 18:56

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ "Нацинальность.ru" тревел-шоу ӳкерӳ ушкӑнне кӗтеҫҫӗ

Проект авторӗсен планӗсенче -Раҫҫей халӑхӗсем ҫинчен калавсемпе ҫӗр ытла сери.

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ "Нацинальность.ru" тревел-шоу ӳкерӳ ушкӑнне кӗтеҫҫӗ
Пушкӑртстанра ҫӗнӗ "Нацинальность.ru" тревел-шоу ӳкерӳ ушкӑнне кӗтеҫҫӗ

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ "Нацинальность.ru" тревел-шоу ӳкерӳ ушкӑнне кӗтеҫҫӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакансене пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Халь Пушкӑртстанра 160 ытла халӑх туслӑ та килӗштерсе пурӑнать, республикӑра пурӑнакансем 150 чӗлхепе тата диалектпа калаҫаҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейре 193 ытла халӑх тата 277 чӗлхе тата диалект шутланать.
"Эпӗ сана юрататӑп" тенӗ сӑмахсем Раççейри халӑхсен тӗрлӗ чӗлхипе мӗнле янӑрать-ши? Пӗр-пӗрин йӑлисене лайӑх пӗлетпӗр-и эпир? Ун ҫинчен — ҫӗнӗ шоу "Нацинальность.ru" Иван Чуйков, Екатерина Мускатина, Александр Соколов телекӑларуҫӑсемпе тата блогерсемпе. Шоу шайӗнче вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене ҫӳреҫҫӗ, халӑхсем ҫинчен стереотипсем мӗн тери тӗрӗс пулнине практикӑра тӗпчеҫҫӗ.
Программӑра - вырӑнти кухня, наци костюмӗсем, ташӑсем, алӑстисем ҫинчен чи интереслӗ фактсем.
Тӑхӑр сери тухнӑ ĕнтĕ. Проект авторӗсен планӗсенче -Раҫҫей халӑхӗсем ҫинчен калавсемпе ҫӗр ытла сери.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ "Нацинальность.ru" тревел-шоу ӳкерӳ ушкӑнне кӗтеҫҫӗ
Пушкӑртстанра ҫӗнӗ "Нацинальность.ru" тревел-шоу ӳкерӳ ушкӑнне кӗтеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: