

2022 ҫулта республикӑра Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем, Пушкӑртстанран Патшалӑх Думин депутачӗсем тата Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайăн депутачӗсем суйлавҫӑсем янӑ наказӗсемпе 700 ытла объекта юсаҫҫӗ, тăваççĕ, йӗркеленеҫҫӗ.
– Суйлавҫӑсен наказӗсем "Единая Россия" партин "Чӑн ӗҫӗсем" проект шайӗнче пурнӑҫланаҫҫӗ, - каласа панӑ республика парламенчӗн Председателӗ Константин Толкачев. – Тӗрлӗ мероприятисем, халӑх ыйтнипе ăҫта ача-пӑча тата спорт площадкисем, шкул автобусӗсем валли чарӑнмалли павильонсем вырнаҫтараҫҫӗ, ăҫта кӗперсемпе тротуарсене юсаҫҫӗ, парксемпе ҫӑлкуҫсем илемлетеҫҫӗ. "Чӑн ӗҫсен" уйрӑмлӑхӗ акӑ мӗнре: проект программӑсемпе плансем ҫине мар, конкретлӑ ҫынсен чӑн нушисем ҫине, халӑхӑн коллективлӑ пуҫарулӑхӗ ҫине пӑхса пырать. Хуласемпе ялсенче пурӑнакансем хӑйсене мӗн кирлине хӑйсемех татса параҫҫӗ, регионсемпе муниципалитет влаҫӗсем вӗсене финанспа тата организаципе пулӑшаҫҫӗ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.