Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
26 Июлӗн 2022, 18:18

Пушкӑртстанра инвесторсене организацисен пурлӑхӗ валли ҫӑмӑллӑх уйӑрса памалли условисене улӑштарнӑ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанра инвесторсене организацисен пурлӑхӗ валли ҫӑмӑллӑх  уйӑрса памалли условисене улӑштарнӑ
Пушкӑртстанра инвесторсене организацисен пурлӑхӗ валли ҫӑмӑллӑх уйӑрса памалли условисене улӑштарнӑ

Пушкăртстанра приоритетлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлакан инвесторсене пулӑшма тӗллевлӗ саккун вӑя кӗнӗ.
Константин Толкачев, ПР Патшалӑх Канашӗн председателӗ, коронавирус чарӑвӗсем тата бизнес ҫине санкци пусӑмӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ шайра оборудовани тӑратмалли тата ӗҫсене пурнӑҫламалли сроксене тата ӗҫе вӑраха яма май панӑ. Чылай чухне графикран юлни инвесторсене организацисен пурлӑхӗ валли налук енӗпе ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма май паман. Ҫак налука тӳлессинчен виҫӗ ҫул хушшинче - капиталлă вложенисем калӑпӑшӗпе 5 миллиард тенкӗ таран тата пилӗк ҫул хушшинче - 5 миллиард ытла тенкӗ хывнӑ пурлӑх ирӗке тухнӑ. Эпир ҫак тапхӑра тивӗҫлӗн ҫичӗ ҫула тата вунӑ ҫула ҫити тӑснӑ. Асӑннӑ мера республикӑн инвестици проекчӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама тата инвестици илӗртӳлӗхне упрама пулӑшать.

"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра инвесторсене организацисен пурлӑхӗ валли ҫӑмӑллӑх  уйӑрса памалли условисене улӑштарнӑ
Пушкӑртстанра инвесторсене организацисен пурлӑхӗ валли ҫӑмӑллӑх уйӑрса памалли условисене улӑштарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: