Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Июлӗн 2022, 12:45

Суя укçасенче пилӗк пинлӗххисем пуринчен те нумайрах

Çавăнпа та çынна шансан та,  пысăк укçана аллăра илсен тӗрӗслеме ан ӳркенӗр.

Суя укçасенче пилӗк пинлӗххисем пуринчен те нумайрах
Суя укçасенче пилӗк пинлӗххисем пуринчен те нумайрах

Вунă тенкӗлӗх купюрăна Центробанк Гознака 2013 çултанпа пичетлеме заказ паман. Çак укçасем хăвăрт çийӗнсе юрăхсăра тухнине пула вӗсене тимӗр укçасемпе улăштарнă. Анчах тимӗртен укçа çапасси хут укçа кăларассинчен самай хаклăрах кайса ларать. Çавăнпа та çывăх вăхăтра Центробанк 10 тата 5 тенкӗлӗх хут укçа кăларса çаврăнăва кӗртме тытăнма пултарать.

Подделкăсенчен ытларахăшӗ 5000 тенкӗлӗххисем. Банкирсем асăрханă суя укçа хушшинче 2000 тенкӗлӗххи те пур, 1000 тенкӗлӗххи те. Çавăнпа та çынна шансан та,  пысăк укçана аллăра илсен тӗрӗслеме ан ӳркенӗр. 1997 çулхи пилӗкпинлӗххи çинче «5000» тесе çырнă тата Н.Н.Муравьев-Амурский портретне ӳкернӗ шыв знакӗсем пур. Пирӗн хут укçасем витӗр çутă çине пăхсан тӗттӗм йӗр евӗр хӳтӗлев çиппине курма пулать.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/suya-ukcasenchen-pilk-pinlkhisene-purinchen-te-numay

Суя укçасенче пилӗк пинлӗххисем пуринчен те нумайрах
Суя укçасенче пилӗк пинлӗххисем пуринчен те нумайрах
Автор:
Читайте нас: