Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Августӑн 2022, 20:32

Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ

Ветеран-моряксен ячӗнчен Владимир Мурманскипе Расиф Нигметзянов сӑмах каланă.

Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ

Июлӗн юлашки вырсарникунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тинӗс çар флочӗн кунне палӑртнӑ. Петр вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи кунчченех Тинӗс çар флочӗ патшалӑх хӑвачӗн символӗ пулса тӑрать. Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ. Митинг ретĕн тăрса тухнинчен тата Ольга Данилова юрӑ юрланинчен пуҫланнă. Ҫак уяв кунӗнче Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, Пишпÿлек районӗн ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин ветеран-моряксен ячӗпе саламласа сăмах каланă. Ветеран-моряксен ячӗнчен Владимир Мурманскипе Расиф Нигметзянов сӑмах каланă. Мероприяти шайӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ моряксене халалласа шăплăх минучĕ пулнă, асăну плитисем ҫине чечексем хунă. Мероприятие асăнмалăх сăнÿкерчĕксем ÿкнипе вӗҫленнӗ.


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗ тӗрлӗ ӑрури моряксене пухнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: