+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Кун пирки республика Правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Пӗрремӗш ҫур ҫулшӑн Пушкӑртстанри вырӑнти бюджетсене 20,9 миллиард налук тата налук тупӑшӗсем кӗнӗ.
Республикӑн финанс министрӗ Лира Игтисамова каланӑ тӑрӑх, республикӑри вырӑнти бюджетсене хӑйсен тупӑшӗсене кӗртесси пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 7,3 процент ӳснӗ.
Ҫав хушӑрах Раҫҫей тӑрӑх вырӑнти бюджетсене хӑйсен тупӑшӗсем 4,8%, ПФО – 11 процент чухлӗ чакни палӑрать.
Ҫапла вара Пушкӑртстан вырӑнти бюджетсене тупӑшсем кӗрес енӗпе Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑн тата ПФО иккӗмӗш вырӑн йышӑннă.
"МГ" информацийĕпе.