Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
4 Августӑн 2022, 18:35

Пушкӑртстанра ҫул-йӗр ӗҫӗсен палӑртнӑ калӑпӑшран 40 процентне пурнӑҫланӑ

Пушкӑрт влаҫӗсем муниципалитетсене  валли 5 миллион тенкӗ хушма уйӑрма йышӑннă.

Пушкӑртстанра ҫул-йӗр ӗҫӗсен палӑртнӑ калӑпӑшран 40 процентне  пурнӑҫланӑ
Пушкӑртстанра ҫул-йӗр ӗҫӗсен палӑртнӑ калӑпӑшран 40 процентне пурнӑҫланӑ

Кун ҫинчен социаллӑ сетьсенче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каласа панӑ.
Пушкӑртстанра палӑртнӑ калӑпӑшран ҫул-йӗр ӗҫӗсен 40 процентне пурнӑҫланӑ, сезон вӗҫнелле 349 ҫухрӑм тӑршшӗ регионсемпе муниципалитетсем хушшинчи 197 ҫула юсама палӑртнӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех муниципалитет тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсем ҫинчен, вырӑнти ҫынсем час-часах вӗсен лару-тӑрӑвӗ пирки ӳпкелешни ҫинчен уйрӑммӑн каласа панă. Вӑл хӑш чухне вырӑнсенче юсав ӗҫне тума укҫа-тенкӗ ҫитменнине палӑртнă, ҫавӑнпа Пушкӑрт влаҫӗсем муниципалитетсене ҫак тӗллевсем валли 5 миллион тенкӗ хушма уйӑрма йышӑннă.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстанра ҫул-йӗр ӗҫӗсен палӑртнӑ калӑпӑшран 40 процентне  пурнӑҫланӑ
Пушкӑртстанра ҫул-йӗр ӗҫӗсен палӑртнӑ калӑпӑшран 40 процентне пурнӑҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: