Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Августӑн 2022, 18:52

Пушкӑртстан депутачӗсем суйлавҫӑсен çăхавĕсем тӑрӑх шкул таварӗсен хакĕсен мониторингне ирттерӗç

Мониторинг пынӑ май хаксене спекуляцилле ÿстернĕ фактсем палӑрсан, тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗç.

Пушкӑртстан депутачӗсем суйлавҫӑсен çăхавĕсем тӑрӑх шкул таварӗсен хакĕсен мониторингне ирттерӗç
Пушкӑртстан депутачӗсем суйлавҫӑсен çăхавĕсем тӑрӑх шкул таварӗсен хакĕсен мониторингне ирттерӗç

Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӗн председателӗ Константин Толкачев парламент фракцийӗсемпе промышленноҫ, инновациллӗ аталану, суту-илӳ, предприниматель тата туризм ертӳҫисене шкул таварӗсен хакĕсен мониторингне ирттерме хушнӑ.
– Суйлавҫӑсем шкул валли тавар хакӗсем нăкă ӳсни ҫинчен çăхавсем пама депутатсем патне кӗреҫҫӗ, – тенӗ Константин Толкачев. – Август уйӑхӗ ача-пӑчаллӑ ҫемьесемшӗн йӑлана кӗнӗ хӗрӳ вӑхӑт, нумай ыйтнипе япаласен хакӗсем ӳснине те ӑнлантарса парӑпӑр. Ҫапах та таварсен уйрӑм категорийӗсен хакĕсем темиçе хут ÿсни ҫинчен калакан информаци пур. Канцеляри хатӗрӗсем, шкул форми, портфельсем хаклӑ пулни пӑшӑрхантарать. Хаксене никама пӑхӑнмасӑр тишкерсе тухмалла тата ваккăн суту-илÿре чӑн лару-тӑрӑва ӑнланмалла.
– Мониторинг пынӑ май хаксене спекуляцилле ÿстернĕ фактсем палӑрсан, тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗҫ, – тенӗ Константин Толкачев.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстан депутачӗсем суйлавҫӑсен çăхавĕсем тӑрӑх шкул таварӗсен хакĕсен мониторингне ирттерӗç
Пушкӑртстан депутачӗсем суйлавҫӑсен çăхавĕсем тӑрӑх шкул таварӗсен хакĕсен мониторингне ирттерӗç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: