Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Августӑн 2022, 09:49

2022 ҫулхи иккӗмӗш кварталта Пушкӑртстана 27 пин ытла ӗҫ мигранчӗ килнĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

2022 ҫулхи иккӗмӗш кварталта Пушкӑртстана 27 пин ытла ӗҫ мигранчӗ килнĕ
2022 ҫулхи иккӗмӗш кварталта Пушкӑртстана 27 пин ытла ӗҫ мигранчӗ килнĕ


Кӑҫалхи апрель-июнь уйӑхӗсенче Раççее ӗҫлеме 3,12 млн ӗҫ мигранчӗ килнӗ, ку пӗлтӗрхи кӑтартуран виҫӗ хут нумайрах. Миграци учетне пурӗ 4,16 млн ют ҫӗршыв ҫынни тӑнӑ. Асӑннӑ тапхӑрта Пушкӑртстана 27 347 ӗҫ мигранчӗ килнӗ, ку 2021 ҫулхи иккӗмӗш кварталтан (23 004 ҫын) палӑрмаллах пысӑкрах.
Раççее Узбекистанран тата Таджикистанран ӗҫ мигранчӗсем ытларах килнӗ, çапах та Киргизи, Армени, Азербайджан, Казахстан, Китай тата ытти ҫӗршывсенчи граждансем те килнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

2022 ҫулхи иккӗмӗш кварталта Пушкӑртстана 27 пин ытла ӗҫ мигранчӗ килнĕ
2022 ҫулхи иккӗмӗш кварталта Пушкӑртстана 27 пин ытла ӗҫ мигранчӗ килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: