Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
9 Августӑн 2022, 15:48

Шкула хатӗрленме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Пирĕн вулакансем хуравларĕç.  

Шкула хатӗрленме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?
Шкула хатӗрленме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Пирĕн вулакансем хуравларĕç.

Август уйӑхӗнче пур ҫӗрте те ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисене курма пулать, вӗсем шкула кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫапах та ачана шкула хатӗрлени — яваплӑ кӑна мар, питӗ тӑкаклӑ та. Кун пирки пирӗн хаҫат вулакансем мӗн шухӑшлаҫҫӗ?

Елена Павлова, Кистенлĕ ялĕ:

— Ывӑл колледжра вӗренет, ун валли укҫа нумаях каймӗ тесе шутлатӑп. Хӗр ҫине вара яланах ытларах каять. 15 пин тенкӗ тӑкаклама шутлатпӑр. Тумтирсӗр, атӑ-пушмаксӑр, канцеляри таварӗсӗр пуҫне ӗҫ тетрачӗсемпе прописьсемсӗр тата ытти те туянмалла.

Марина Федорова, Ермолкин  ялĕ:

— Пӗлтӗр "путин тӳлевĕ" лайӑх пулӑшрӗ. Ку тӗлӗшпе вара кăçал, ытти ҫулсенчи пекех, хамӑр вӑя шанатпӑр. Тӗрӗссипе каласан, яланхи пекех туянма тытӑнман-ха, юлашки куна хӑваратпӑр.

Наталья Коноплева, Пишпÿлек ялĕ:

— Манӑн виҫӗ ача. Портфельпе канцелярине шутламасан ача пуҫне 20 пин тенке яхӑн каять, ку тата 5000 тенкӗ. Шкула та пропись валли укҫа памалла.

Альбина Зиганшина, Иттихат ялĕ:

— Манӑн виҫӗ ывӑл, вӗсенчен иккӗшӗ шкул ачи. Канцеляри таварӗсемпе хаксене пӗлтӗрхипе танлаштарсан, сакӑр пин тенкӗ пĕтрĕ ĕнтĕ.

Альбина Васильева, Хушăлка ялĕ:

— Ывӑл виҫҫӗмӗш класа куҫать, анчах вӑл хула шкулӗнче вӗреннине шута илсе пирӗн 18—20 пин тенке яхӑн каять, ку сумкӑсӑр-ха. Канцеляри таварӗсене, атӑ-пушмаксене, ятарлă шкул формине туянма питӗ нумай каять. Ҫулталӑк хушшинче пурне те ҫӗнӗрен туянмалла пулать, мӗншӗн тесен ывӑл ӳсет. Хӗрачана ача садне пухма эпир тин ҫеҫ тытӑнтӑмӑр. Хальлӗхе нимӗн те калама пултараймастӑп. Палланӑ ҫынсем каланă тӑрӑх, ялти шкулта, паллах, кӑшт сахалтарах каять, мӗншӗн тесен кунта тумтирӗ те ирĕклĕрех. Шурă кĕпепе, хура шăлаварпа çÿреме пулать. Анчах каллех, атӑ-пушмак ҫӗтӗлсе пырать. Акӑ мӗнрен пухăнать сумма. Апла пулсан, ашшӗ-амӑшӗн укçи-тенкинчен, мӗн тума май пурринчен килет пулӗ, пуринчен кирлĕрех — ача таса та тирпейлӗ ҫӳремелле.

Галина Семенова, Пишпÿлек ялĕ:

— Ывӑл 11 класа каять. 15 пине яхӑн тӑкаклама планлатпӑр. Нимӗн те илмен-ха.

Альфия Ярмиева, Йалпăлактамак ялĕ:

— Манӑн виҫӗ ача. Пӗрремӗшӗ 9 класа, иккӗмӗшӗ — 7 класа, виҫҫӗмӗшӗ — 4 класа каять. Малтанах хатӗрленме тытӑнатпӑр, мӗншӗн тесен август уйӑхӗнче пурте хаклӑ. Тумтирсене август уйӑхӗнче ҫеҫ туянатпӑр, мӗншӗн тесен ачасем хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ. Канцелярине тата ытти япаласене пурне те малтанах туянатпӑр. Виҫӗ ача валли 30—35 пин тенкӗ каять. Ачасем ҫулсеренех ӳсеҫҫӗ, ыйтусем пысӑкланаҫҫӗ. Пӗлтӗр патшалăхран лайӑх пулӑшу килчӗ, шел, урӑх ҫук.

Екатерина Иванова, Ермолкин ялĕ:

— Эпӗ канцеляри хатӗрӗсемпе асли валли сумка май уйӑхӗнчех туянтӑм. Унсӑрӑн августра ухмаха еретӗп. Вӑтам ывӑлӑн атӑ-пушмак туянмалла, асли валли япаласемпе атӑ-пушмак туянмалла пулать. Хӑвӑрт ӳсет, ҫавӑнпа малтанах туянма хӑяймарăм. Мӗн чухлӗ тухассине те пӗлместӗп, анчах чӑнах та нумай.

Карина ИВАНОВА ҫырса илнĕ.

 

Шкула хатӗрленме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?
Шкула хатӗрленме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: