Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче куна "Ырӑ ӗҫсен кунӗ" ят панă - ачасемпе "Ырӑ кӑмӑл" çинчен калаҫу ирттернĕ, пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетнĕ, мӗншӗн тесен ырлӑх, илем, лайӑх ӗҫсем, этемлӗх. "О, тӗлӗнмелле!" ачасем мӗнле улшăннă... инвентарьсене йӑтма пулӑшаҫҫӗ, алӑксене уҫаҫҫӗ, шывсӑр антӑхнă юлташне вилме памаҫҫӗ...Пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫлет ку!
Унтан ачасем ырӑ ӗҫе профессиллĕ тăвакансем патне экскурсие кайнă, Пишпÿлекри 68-мĕш номерлĕ пушар пайне, унта ачасене чӗнӳ ӑҫта килнине, машинӑна мӗнле вырнаҫтарнине каласа кӑтартнă, пушарнăйĕн экипировкипе паллаштарнă, тăхăнса пӑхма та ирĕк панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.