Ситекпуçĕнчи библиотека "Шыв айӗнчи тӗнче" ҫулҫӳрев вӑййи ирттернĕ. Ачасемпе "Радужный" форель хуҫалӑхне ҫитсе курнă.
Экскурсире ачасем фореле ĕрчетесси ҫинчен интереслӗ те пӗлмелле калав итленĕ, таса та тӑрӑ шывра пулӑ чӑмпӑлтатнине, вылянине курнă тата чӑн-чӑн "патша пуллипе" паллашнă, вӗсен хуппи асамлӑ ылтӑн тӗспе йӑлтӑртатса тӑрать.
Пулӑ хуҫалӑх территорийӗнче экскурсире ачасемшӗн чи интересли мӗн вӑл? Пӗрисемшӗн — форельсен ача садне кайса килни. Вӗтӗ-вӗтӗ пулăсемпе пӗве чӑн-чӑн ача садне аса илтерет: пулӑсем питӗ вӑр-вар. Ытти ачасене ҫитӗннӗ фореле ҫитерме май пулни килӗшнӗ. Кун ҫумне ҫитӗннисем те хаваслансах хутшӑннă: апат сапсан, мӑнтӑр пулӑсем шывран мӗнле сике-сике тухса, пысӑкрах татӑк тытма ӗмӗтленсе тӗрткелешнине куратăн.
#ДетскаяДвороваПлощадка2022
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.