Пушкӑрт парламенчӗн сывлӑх сыхлавӗн, социаллă политикӑпа ветерансен ӗҫӗсен ҫывӑх ларӑвӗнче коронавируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сӳтсе явӗҫ. ПР Патшалӑх Пухăвĕн председателӗ Константин Толкачев тивӗҫлӗ хушу панă.
"Чирлисен шучӗ каллех ӳсет. Раҫҫейри хăшпĕр регионсене маска режимӗ таврӑнать те ӗнтӗ. Эпир коронавирус инфекцийӗн ҫӗнӗ хумӗсен хӑрушлӑхне куратпӑр, ҫитменнине тата ҫӗнӗ штаммсем тухаҫҫӗ, коллективлӑ иммунитет чакать. Патшалӑх Пухăвӗн площадкинче явӑҫтарнӑ ведомствӑсене пурне те пухмалла, 2020-2021 ҫулсенчи лару-тӑру тепӗр хут ан пултӑр тесе мерӑсем йышăнассине сӳтсе явмалла", - тенӗ Константин Толкачев.
Ҫавӑн пекех вӑл чире кӗрхи тапхӑрта сарӑласран асӑрхаттарас тесе COVID-19ран вакцинацилемеллине аса илтернӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.