Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
2 Сентябрӗн 2022, 16:38

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ЛНРта М. Шаймуратов ячӗллӗ шкул уҫӑлнӑ

Вӗренӳ учрежденийӗн тӗп юсавне Пушкӑртстанри рабочисем пурнӑҫланӑ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ЛНРта М. Шаймуратов ячӗллӗ шкул уҫӑлнӑ
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ЛНРта М. Шаймуратов ячӗллӗ шкул уҫӑлнӑ

Константин Толкачев Луганск Халӑх Республикинчи Петровски хулинче Минигали Шаймуратов ячӗллӗ ҫӗнӗ шкул уçнă çĕре хутшӑннӑ.
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Луганск Халӑх Республикин Петровск хулинче Краснолучинск районӗнчи Раҫҫей Геройӗ Минигали Шаймуратов ячӗллӗ 22-мĕш ҫӗнӗ шкул хӑйӗн алӑкӗсене уҫса янă. Пӗлӳ кунӗ 397 вӗренекен, ҫав шутра 35 пӗрремӗш класра вӗренекен, партӑсем хушшине ларнӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗн тӗп юсавне Пушкӑртстанри рабочисем пурнӑҫланӑ. Ҫӗнетнӗ шкулӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 7 пин тăв.м, вӗренӳ учрежденийӗнче хальхи апат-ҫимӗҫ блокӗ, столовӑй, техника пӳлӗмӗсем, гардероб, пысӑк тата пӗчӗк спортзалсем, библиотека, лаборатори пӳлӗмӗсем пур.
"МГ" информацийĕпе.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ЛНРта М. Шаймуратов ячӗллӗ шкул уҫӑлнӑ
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ЛНРта М. Шаймуратов ячӗллӗ шкул уҫӑлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: