Кистенлĕри шкулта иксӗлми вӑй-халлӑ, уҫӑ чунлӑ тӗлӗнмелле ҫын — Валентина Николаевна Валиулина 37 ҫул ытла ӗҫлет.
Вӑл - Турӑран вӗрентекен, ырми-канми ӗҫре, ӑна ӗҫтешӗсемпе ачисем юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Валентина Николаевна шкулта вӗреннӗ чухнех учитель пулма ҫирӗп шут тытнă. Чӑваш Республикинчи "Чӑваш чӗлхи тата литератури" специальноҫпа вӗренӳ институтне пӗтерсен вӑл Кистенлĕри шкулта чӑваш чӗлхипе литература учителӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Учителӗн нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ ӗҫне нумай дипломсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ. Валентина Николаевна Валиулинӑна ПР Вӗренӳ министерствин, РФ Вӗренӳ тата наука министерствин Хисеплӗ грамотипе наградӑланӑ. Анчах Валентина Николаевна хӑйӗн тӗп награди тесе тӑван чӗлхепе олимпиадӑсене ҫуллен хутшӑнакан тата малти вырӑнсене йышӑнакан вӗренекенӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсене шутлать.
Антонида Максимова,
Кистенлĕри вӑтам шкул директорӗ.