Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Сентябрӗн 2022, 17:34

Пушкӑртстанра шкул ачисен апат-ҫимӗҫне халалланӑ хӗрӳ лини ӗҫне пуҫлать

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра шкул ачисен апат-ҫимӗҫне халалланӑ хӗрӳ лини ӗҫне пуҫлать
Пушкӑртстанра шкул ачисен апат-ҫимӗҫне халалланӑ хӗрӳ лини ӗҫне пуҫлать


Роспотребнадзор сентябрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вĕри апат-ҫимӗҫ пĕçерессине йӗркелес ыйтусемпе хӗрӳ лини йӗркелет, пӗлтернӗ ведомство пресс-служби.
Специалистсем ҫак процесра вӗренӳ учрежденийӗн администрацийӗн, ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслевӗ пирки тивекен ыйтусене хуравлаҫҫӗ, сывӑ апатланӑвӑн принципӗсене пӑхӑннине тĕпчесе парĕç тата ытти те.
Пушкӑрт ҫыннисем 8-800-700-90-30 телефонпа тунтикунран пуҫласа эрнекунчен 10.00 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен ыйтусем пама пултараҫҫӗ, 12.00 сехетрен пуҫласа 12.45 сехетчен - тăхтав. Шӑнкӑравланăшăн тӳлемелле мар.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗнчен.

Пушкӑртстанра шкул ачисен апат-ҫимӗҫне халалланӑ хӗрӳ лини ӗҫне пуҫлать
Пушкӑртстанра шкул ачисен апат-ҫимӗҫне халалланӑ хӗрӳ лини ӗҫне пуҫлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: